достижения-обложка 1944х400

Елен Нарпин «Телей патне пин ҫухрӑм» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Pxd8K8OwUnc4068Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Ӑслӑлӑх библиотекинче Елен Нарпин «Телей патне пин ҫухрӑм» хайлав пуххийӗн хӑтлавӗ иртрӗ. Уява студентсемпе преподавательсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑм 2022 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2021 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Кӗнекене икӗ повесть кӗнӗ. «Телей патне пин ҫухрӑм» хайлавӑн тӗп геройне, Этнер ятлӑ байкер-журналиста, пач кӗтмен ҫӗртен Любӑпа Сашӑн юратӑвӗ ҫинчен пӗлни хӑйне те пурнӑҫра тӗрӗс суйлав тума пулӑшать. Ӗмӗртен ӗмӗре этемлӗх канӑҫсӑрланса шыракан телейпе юрату произведенин тӗп темисем. Ҫак тӗнчере ҫын хӑйӗн вырӑнне еплерех тупасси те пысӑк вырӑн йышӑнать кунта. «Кӑпӑшка пӗлӗтсем айӗнче» повесть пурнӑҫра ырӑ ӗҫсем тума, япӑх хӑнӑхусенчен пӑрӑнса тӳрӗ ҫула суйласа илме нихӑҫан та кая мар тесе ҫирӗплетет. Çамрăк чухне сăвă та çыркаланă, илем тĕнчине çывăх пулнă Йынккан пурнăçĕ пĕртте хăй ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмасть, анчах çакăншăн Йынкка кăна айăплă теме çук иккен. Çĕр çине килекен çынсен шăписем тĕлĕнмелле майпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине йĕрленĕ хайлавра. Çавна май повеçре паянхи кун пулса иртекен ĕçсемпе пĕрлех пирĕн çĕршыври XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи несĕпсĕр ĕç-пуç та ӳкерĕннĕ.

Хӑтлава Ӑслӑлӑх библиотекин ертӳҫи Нина Никитина уҫрӗ, автора ӑшшӑн саламларӗ. Елен Нарпи кӗнеке еплерех ҫурални ҫинчен каласа пачӗ. «"Телей патне пин ҫухрӑм" повесть чӑн пулнӑ событисем ҫинче никӗсленнӗ, анчах мӗнпур пулӑма автор хӑй пурнӑҫӗнчен илнӗ тесе ӑнланмалла мар. Тӗп героиньӑра та мана шырама кирлӗ мар. Ку идеализациленӗ сӑнар. Характерсене тӗрлӗрен тума тӑрӑшрӑм. Мӗнле пулса тухнине вулакан хак парӗ.

Пурнӑҫра нимӗн те ӑнсӑртран пулса иртмест. Ҫын кама та пулин тӗл пулсассӑн ҫак паллашу ӑна улӑштармалла, ырӑрах тумалла, унамалла. Тӗрӗссипе, хайлаври ӗҫсем повеҫлӗх кӑна мар, романлӑх та ҫитетчӗҫ. Анчах вӑл самантра манӑн ыратӑва кӑларса пӗтерсе тепӗр тапхӑра куҫас килчӗ. Инкеке ҫӗнтерсе урӑх хум ҫине тухмалла ҫыннӑн. Кӗнекене ҫырса пӗтерсен пурнӑҫ урӑхла ҫуталса кайрӗ. Шӑпах алҫырусене конкурса йышӑнмалли тӗле вӗҫлерӗм. Эп ҫырни кирлех пулсан ҫак конкурсра та мала тухма пултарать ӗҫӗм терӗм хам ӑшра. Кайран вӑхӑтлӑха ун ҫинчен маннӑ, хушӑран ҫеҫ асса илеттӗм, пӗтӗмлетӗве кӗтеттӗм. Интернетра ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче хамӑн хушамата курсан тӗлӗнмерӗм те вара. Ҫапла пулмалла пекех туйӑнчӗ», терӗ Елена Петровна.

«"Телей патне пин ҫухрӑм" хайлавпа паллашиччен вулаканӑн Елен Нарпин «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» повеҫне тишкерсе тухсан питӗ аван пулмалла. Ҫӗнӗ произведени унпа ҫыхӑннӑ-ҫке. Турра ӗненни, ырра шанни ҫын кун-ҫулне пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума пултарать. Çак тĕп шухăш писателĕн кашни хайлавне шăнăрласа тăрать тесен те йăнăш мар. Елена Петровна вулакана яланах шанӑҫ парнелет», – терĕ хайлав пуххин редакторĕ Ольга Иванова.

Николай Осипов литература тĕпчевçи хӑтлава пӗччен килмен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсене ертсе килнӗ. Николай Николаевич кӑларӑма пысӑк хак пачӗ, ҫыравҫа чун сиплевҫипе танлаштарчӗ. Кӗнеке тӑрӑх студентсем курс ӗҫӗ те ҫырма ӗлкӗрнӗ.

Елен Нарпин ырӑлӑха шыракан тӗнчи Римма Прокопьева ҫыравҫа тата «Халăх шкулӗ» журнал редакторне те ҫывӑх-мӗн. Елена Петровнӑн пултарулӑхӗпе Римма Поликарповна унӑн ятне Иосиф Трер поэтран илтсен пушшех кӑсӑкланса кайнӑ.

Марина Карягина сӑвӑҫ тата тележурналист, Ольга Туркай ҫыравҫӑ тата журналист чылай ырӑ сӑмах каларӗҫ, асаилӳсем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Лариса Петрова «Хыпар» хаҫатăн хыпарсен службин редакторĕ Елена Петровнӑн вӗренекенӗ те университетра ӑс пухнӑ вӑхӑтра пилӗк ҫул «Литература ӗҫӗ» студие ҫӳренӗ. «Елен Нарпин хайлавӗсенче тӗрӗк халӑхӗсен туслӑхӗ ҫинчен каланине асӑрхама пулать. Ку кӗнеке чуншӑн усӑллӑ, халӑха юратма хистет», терӗ Лариса Николаевна.

Уяв хуҫине ҫавӑн пекех вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ, кафедра ертӳҫи Алена Иванова, Екатерина Якимова доцент саламларӗҫ, Елен Нарпи пултаруллӑ ҫыравҫӑ кӑна мар, маттур педагог, шанчӑклӑ юлташ тата ӗҫтеш пулнине палӑртрӗҫ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Добавить комментарий

6e052d4df2bac857-c464c

i 1
69249077

Реклама

Здесь могла быть Ваша реклама.

Подробности по телефону: 8 (83547) 22-3-04

 

Рекламодателям

Архив материалов

2024
Март
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Поиск

Баннер
Баннер
Баннер
Баннер
Баннер
Баннер

0 croped 443-edited

Баннер
Баннер

narkomaniya 1579766501

Баннер
Баннер

Служба по контракту

контракт 2

Баннер
Баннер
Баннер
Баннер

Последние комментарии

< >