Эс пирĕн шанчăк та тупра

Юхать, юхать мăнаҫлă Атăл,
Ун шыв юххийӗсем вуншар:
Ока, Ветлуга та Сăр шывӗ,
Ытарайми ман Пăчанар.
Авкаланать, хуҫкаланать вăл,
Ҫыранӗ хӗррипе – хăва.
Кӳрентерсен ҫиллийӗ – тăвăл,
Йăваш чухне юхху – кăтра.
Лăпкаттăн хут кимме ачашшăн,
Сӗреттӗмӗр шампа йышпа –
Хавасчӗ эс кашни ачашăн.
Хӗвел кулли вылять шывра.
Юх, малалла та,  Пăчанарăм!
Мăнаҫлантар мăн Атăла.
Сан юххупа эпир вăй-халлă,
Сан сассупа эпир шăнкравлă,
Эс пурăнсан пурнать ман халăх,
Эс пирӗн шанчăк та тупра.

Н. Серебрякова

< >