Асăнмалăх кил-йыша

Украинăн ката çĕрĕнчен эп

Кăшт çырасшăн салам кил-йыша,

Темшĕн-çке эп паян чăтаймарăм

Чĕреме çунтармасăр тăма.

Тÿпере пĕлĕтсем пит шăваççĕ,

Тен, киле те çитеççĕ вĕсем?

Пуçăма шухăшсем тек хуплаççĕ –

Иртнĕ пурнăçăн чăн ĕмĕчсем.

Çак сăвва, ак, çыратăп хирте эп,

Украинăн паха çĕрĕнчен.

Эп ăна халь сире пехиллетĕп,

Шухăш ман яланах ял çинчен.

Хула çийĕн шăвать хура пĕлĕт,

Аякра аслати авăтать,

Пуçăма ыталать çĕнĕ ĕмĕт,

Çамрăк пуç темшĕн-çке усăнать.

Таврара шыв пекех хумханайрĕ

Сывлăш хумĕ енчен те енне,

Чĕреме вĕри юн килсе тулчĕ –

Аса илтĕм ял-йыш пурнăçне.

Ав, тăри шăратать çепĕç юрă,

Çут хĕвел пайăрки ăшĕнче,

Сасси унăн ытла савăк, ырă

Çак илемлĕ çурхи кунсенче.

Павлов Мартын Павлович,

Дрогобыч – Житомир – Сталинград, июнь 1941 – август 1942

< >